Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи

Ҫак кунсенче тӗнче шайӗнчи Википедийӗн чӑваш уйрӑмӗнче статьясен йышӗ 20 пинрен иртнӗ.

20 000-мӗш статья шутӗнче Петров Антон Петрович пирки ҫырнӑ статья шутланать пулас. Антон Петрович Канаш районӗнчи Ачакс ялӗнче ҫуралнӑ, ҫар полковникӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Днепр урлӑ каҫнӑ чухне палӑрнӑ — Стайки, Ржищев, Аслӑ Бурин тӑрӑхӗсенчи плацдармсене ярса илме пулӑшнӑ, юханшыв урлӑ инженер пайӗсене тивӗҫлӗ шайра куҫарма пултарнӑ.

Википедин чӑваш уйрӑмӗ 2004 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 290 яхӑн чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 15 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне (чи пысӑк уйрӑм — турккӑсен, унта 220 пин ытла статья тупма пулать; казахсен уйрӑмӗнче те 200 пин ытла) кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар (51,3 пин), пушкӑрт (30,9 пин), туҫи ҫармӑс (5,1 пин), коми (4 пин), удмурт (3,3 пин), улӑх ҫармӑс (3,8 пин), мӑкшӑ (1 200 яхӑн), ирҫе (1 500 ытла) уйрӑмӗсем.

Эсир те пирӗн чӑваш уйрӑмне ҫӗнӗ статьясемпе тултарма, пуррисене анлӑлатма пултаратӑр! Ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр ӗҫлесе пӑхӑр.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

«Сӗтев» хаҫат хӑйӗн сайтӗнчен «Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статьяна кӑларса пенӗ. Ҫапла тума вӗсене «Ростелеком» провайдер ыйтнӑ иккен, унсӑрӑн провайдер пӗтӗм сайта хуплама тивесси пирки каланӑ. Статьяна кӑларса пеме вара провайдертан Муркаш район сучӗ ыйтнӑ имӗш.

«Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статьяра чӑваш чӗлхипе лару-тӑру Чӑвашра ытла та йывӑр пулнине ҫырса кӑтартнӑччӗ, анчах чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен статьяна 2012 ҫулта «экстремислӑ» тесе йышӑннӑ. Кӑҫалхи юпан 10-мӗшӗнче вара Муркаш район сучӗ статья авторӗ Илле Иванов пулни ҫинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ, паллӑ журналиста 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ, анчах вӑхӑт иртсе кайнине кура айӑплавран хӑтарнӑ.

«Экстремислӑ материалсен федераллӑ списокӗ» йыша хальхи вӑхӑтра пурӗ 2100 ытла япала кӗрет. «Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статья вӑл списокра 1524-мӗш номерпа кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1424.html
 

Чӑваш чӗлхи

Ҫак уйӑхӑн 19–20-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери XVIII фестивалӗ иртнӗ. Фестиваль программине акӑлчан, араб, белоруҫ, болгари, вьетнам, испани, китай, лаос, латин, литва, нимӗҫ, таджик, тайски, тутар, турккӑ, хрантсус, швед, эсперанто, япуп тата ытти чӗлхе кӗнӗ. Мероприятие профессионал-чӗлхеҫӗсем тухса калаҫнӑ. Арцём Федоринчик лингвист, сӑмахран, ҫырӑвӑн тытӑмӗ, чӗлхен расналӑхӗ пирки тухса каланӑ. Вӑл чӑваш чӗлхин хӑтлавне те ирттернӗ.

Фестивале Чӑваш Енти ҫамрӑксен эсперанто-ассоциацийӗ Раҫҫейӗн тата республикӑн Экономика, ЧР Вӗренӳ министерствисем, Ют чӗлхесен «Ӑнӑҫу чӗлхи» шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх тата Волонтерсен пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлешӳ» центрӗ ырланипе ирттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1416.html
 

Чӑваш чӗлхи

Кӑк халӑхсен йывӑрлӑхӗсене тӗпчекен ПНО Канашлӑвӗн эксперчӗ Зинаида Строгальщикова «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫата панӑ интервьюра чӗлхе ассимиляцийӗ — тӑван чӗлхерен писсе урӑх культурӑна куҫни — ҫав халӑхӑн пултарулӑх шайне чакарни пирки каласа панӑ.

«Пултарулӑх ҫыннисем ют чӗлхе таврашне лексен пултарулӑх енӗпе ӗҫлейменни пирки психологсем тахҫанах палӑртаҫҫӗ: кӗнеке ҫыраймаҫҫӗ, кӗвӗ хываймаҫҫӗ, картинӑсем ӳкереймеҫҫӗ», — каласа панӑ Зинаида Строгальщикова. Эксперт ку тӗлӗшпе ытти патшалӑхсенче епле утӑмсем туни пирки те пӗлтернӗ — тӑван чӗлхене упраса хӑварас тесе «чӗлхе йӑвисем» йӗркелеҫҫӗ иккен. Сӑмахӗ кунта ятарлӑ ача пахчисем уҫни пирки пырать, вӗсенче воспитательсем ачасемпе манӑҫа тухакан чӗлхепе калаҫаҫҫӗ имӗш.

Шанас килет, Зинаида Строгальщикова сӑмахне тӗпе хурса пирӗн тӑван республикӑра — уйрӑмах тӗп хуламӑрта — тӑван чӗлхеллӗ ача пахчисен йышӗ нумайланасса шанас килет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1405.html
 

Страницӑсем: 1 ... 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, [80]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та